Вĕренÿ
çулталăкĕ пуçланнăранпа нумай та вăхăт иртмерĕ –шкул шайĕнчи олимпиада тапхăрĕ çитрĕ.
Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн 5-11-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхипе
литературăна юратса вĕренекенсем олимпиадăна хутшăнчĕç. Олимпиадăн тĕллевĕсем –пултаруллă
ачасене тупса палăртасси, чăваш чĕлхипе литературине ăша хывса лайăхрах вĕренме
хавхалантарасси.
Çак тупăшура
шкулти 50 яхăн вĕренекен ăван чĕлхене тарăн пĕлнине кăтартма пухăнчĕç. Вĕсем панă вăхăтпа усă курса кашни ыйтăвах туллин хуравлама тăрăшрĕç.
Вĕренекенсен
ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çĕнтерÿçĕсем олимпиадăн иккĕмĕш тапхăрĕнче хăйсен тавракурăмĕпе
çивĕч ăс-хакăлне кăтартĕç. Эпир вĕсене ăнăçу сунатпăр.