Чÿк уйăхĕн 14–мĕшĕнче 7–мĕш
класра вĕренекенсем районти тĕп вулавăшра «Çĕнĕ
чăваш çырулăхĕ 150 çулта» куравпа паллашрĕç. Куравра чăваш çырулăхĕн
малтанхи тапхăрĕнчен пуçласа 21- мĕш
ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш чĕлхине электронлă уçлăха кăларма пултарни таранах кăтартнă. Выставкăна чăваш чĕлхине малалла
аталантарас, литература чĕлхин нормисене çирĕплетес тĕллевпе йĕркеленĕ.
Курав питĕ пуян та интереслĕ. Чăваш çырулăх аталанăвĕн кашни тапхăрне туллин çутатса панă, ачасене валли пĕлмелли нумай.