Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче Чăваш Республикин
культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, Раççей
çыравçисен пĕрлĕхĕн пайташĕпе,
Чăваш Республикин композиторĕсен ассоциацийĕн пайташĕпе, Петĕр Ялкир
премийĕн лауреачĕпе, пирĕн район çыравçипе, Зоя Сывлăмпипе (Алексеева Зоя Леонидовнăпа) тĕл
пулу иртрĕ. Малтан çыравçă хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ, чĕререн шăранса тухакан
сăввисене вуласа пачĕ. Вăл 1960 çулхи
Хĕрлĕ Чутай районĕн Тури Çĕрпÿкассинче
çуралнă.
Ашшĕ сĕннипе Шупашкарти электромеханика техникумĕнче вĕреннĕ. Зоя Сывлăмпи сăввисем Чăваш Ен хаçат – журналĕсенче пичетленеççĕ. Унăн сăввисем тăрăх чăваш композиторĕсем 290 юрă кĕвĕленĕ. Сăвă çырас пулсан яланахшухăш, ÿкерчĕк малта пулмаллине каларĕ. «Сăвăсем çырасси ăнсăртран килекен пулăм, вĕсене тÿрех çырса хумалла. Лайăх, чуна пырса тивекен сăвăсем вăхăт çук чухне çырăнаççĕ.», - терĕ Зоя Леонидовна.
Çавăн пекех çитĕнекен ăрăва пурнăçра çынлăх туйăмне мала хума , çынпа çын пек пулма, юлташсене тĕрĕс суйласа илме, пурнăçа юратма, чун килĕшнĕ ĕçе суйласа илме хавхалантарчĕ.
Тĕл пулу интереслĕ пулчĕ, 8 – мĕш класра вĕренекенсем хăйсене кăткăслантаракан ыйтусем пачĕç.