Александр Дмитриевич Смалайкин ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ «Ҫын ӗҫпе мухтавлӑ» асаилӳ каҫӗ иртрӗ

Александр Дмитриевич Смалайкин ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ  «Ҫын ӗҫпе мухтавлӑ» асаилӳ каҫӗ иртрӗ

 Нарăс уйăхĕн 28 – мĕшĕнче «Çын тата çут çанталăк» музейра Социализмла ӗҫ Геройӗ Александр Дмитриевич Смалайкин ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ «Ҫын ӗҫпе мухтавлӑ» асаилӳ каҫӗнче 5Б клара вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Ҫак чаплӑ пулӑм пире хамӑр ҫӗр - шыва чунтан парӑнса ӗҫлени пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнине аса илтерет. Вĕренекенсем асăну каçĕнче ял хуçалăх, тăван ен çинчен калакан сăвăсем каласа савăнтарчĕç. 

Александр Дмитриевичӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗнчи пӗлтерӗшлӗ самантсене асра тытни, ҫакӑ хальхи ӑрушӑн истори урокӗ пулса тӑрать.

Александр Дмитриевич пек ҫынсене асра тытни, хаклани, вĕсем вӑй хурса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ӑрусем хушшинчи опытпа паллаштарни, çамраксемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тӑрать.

Фотогалерея