Анастасия Елгайкина - чăваш чĕлхипе литература олимпиада призёрĕ

Анастасия Елгайкина - чăваш чĕлхипе литература олимпиада призёрĕ

2024-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕпе хиспленкен Чăваш патшалăх университетĕнче шкул ачисен регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литература олимпиади иртрĕ. Олимпиадăн тĕллевĕсем – 9-11-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă ачасене тупса палăртасси, чăваш чĕлхипе литературине  лайăхрах вĕренме хавхалантарасси.

Республика тапхăрне округ тата хула шайĕнче çĕнтернĕ  140 вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕсен йышĕнче – Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн 5 пултаруллă вĕренекенĕ: Анна Вазикова (9А), Ксения Спиридонова (10Т), Ксения Васюкова (10Т), Анастасия Елгайкина (11К) тата Константин Иванов 11 (К). Тăрăшуллă ачасем хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне олимпиадăн кăткăс ыйтăвĕсене хуравласа тĕрĕслерĕç, пурте питĕ лайăх балсем пухса савăнтарчĕç.

Чи пултарулли вара 11 К вĕренекен Анастасия Елгайкина пулчĕ, вăл призёр ятне илме тивĕçлĕ пулчĕ. Эпир маттур вĕренекене чунтан саламлатпăр, малашне те çавăн пек çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.