"Чунӑмҫӑм, ҫунатӑмҫӑм - таса юрату поэми" поэзи каҫӗ иртрӗ

"Чунӑмҫӑм, ҫунатӑмҫӑм - таса юрату поэми" поэзи каҫӗ иртрӗ

Чӳк уйӑхӗн 12- мӗшӗнче И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Чӑваш наци конгресӗ ертсе пынипе "Чунӑмҫӑм, ҫунатӑмҫӑм - таса юрату поэми" поэзи каҫӗ иртрӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул тĕлне халалланӑ уява Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗ И.В. Кожанов уҫрӗ.

Зала тӗрлӗ муниципалитетран килнӗ ентешӗмӗрсем, чӑвашлӑха аталантарассишӗн тӑрӑшакан хастарсем, шкулта чӑваш чӗлхине тӑрӑшса вӗрентекенсемпе студентсем тата Ҫеҫпӗл Мишшин юбилейне халалласа ирттернӗ викторинӑра ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ вӗренекенсем пухӑнчӗҫ.
 
Хӗрлӗ Чутай вӑтам шкулӗнчен ку уява В.Н.Архипова, М.Н.Васильева, В. Е. Иванова тата викторина ҫӗнтерӳҫи, 9Б класра вӗренекен Полина Захарова, хутшӑнчӗҫ. Кӗрешӳҫӗ поэта, тӑван халӑхӑн ырӑ пуласлӑхӗшӗн чунне панӑ мухтавлӑ ҫыннӑмӑра, халалласа вуланă сӑвӑсем, юрӑсем пурин кӑмӑлне те ҫӗклерӗҫ. Чӑвашсене ирӗк пурнӑҫ патне чӗннӗ Ҫеҫпӗл Мишши чӑваш халӑхӗн чӗринче паян кун та вут-кӑварпа ялкӑшать, унӑн таса юратӑвӗ ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать.

Фотогалерея