Хĕрлĕ Чутай вăтам шкул вĕрентекенĕсем «Ĕçе – чăваш тĕррипе» республика акцине хутшăнчĕç

Хĕрлĕ Чутай вăтам шкул вĕрентекенĕсем «Ĕçе – чăваш тĕррипе» республика акцине  хутшăнчĕç

Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕ – Чăваш Республикин пуҫлăхĕн Указĕ тăрăх – Чăваш тĕрри кунĕ. Çак уяв халăха чăваш тĕррисене упрама, çамрăксене тăван культурăпа паллашма хавхалантарать. Чăваш тĕрри халăх пуянлăхĕ, чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри шутланать. Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те хавхалантарма пултарать, куҫа илӗртет.

Хĕрлĕ Чутай вăтам шкул вĕрентекенĕсем «Ĕçе – чăваш тĕррипе» республика акцине хастар хутшăнчĕç. Эпир çак акцие хутшӑнма пултарнипе мухтанатпӑр, вӑл тӗрлӗ ҫулсенчи ҫынсене тата профессисене пӗрлештерет, кашнине хӑйӗн уйрӑмлӑхне тата культура еткерне хисепленине палӑртма май парать. Вĕрентекенсем тӗрӗ вӑл ахаль хобби кӑна мар, пирӗн пурнӑҫпа культура чӑн - чӑн пайӗ пулнине кӑтартса пачӗҫ. Атьӑр ҫак ырӑ йӑлана пӗрле аталанма пулăшар, пӗр-пӗрне пултарулӑхпа хутшăнма хавхалантарар. Хĕрлĕ Чутай шкул ĕçченĕсем пурне те Чăваш тĕррин кунĕ ячĕпе саламлать.