9 Б класра вĕренекен экскурсоведсем «Роза Федоровна Печникова (Мидакова ) – талантлă педагог, чăваш халăх эткерне упраканĕ» курава 5-9-мĕш класра вĕренекенсем валли ирттерчĕç. Куравра Туктамăш ялĕнче пурăнакан çынсенчен Роза Федоровна пухнă сурпансемпе масмаксем тĕп вырăн йышăнчĕç Шкул ачисем тури чăваш тумĕн эрешĕсемпе тĕплĕн паллашрĕç, тавракурăма аталантарчĕç.
5В класра вĕренекенсем чăваш чĕлхи урокĕнче чăваш тĕрри çинчен çырнă кĕнекесемпе паллашрĕç. Чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян пулнине, вăл ытти халăхăннинчен чылай уйрăлса тăнине, унсăр пуçне мĕн пур тĕрĕрех геометри орнаменчĕ пуррине пĕлчĕç.
5-9 –мĕш класра вĕренекенсем «Чăваш тĕррин асамлахĕ» викторинăна хутшăнчĕç. Чи пултаруллисем: Воробьева А., Артемьев Р., Терентьев Н., Морозова С., Кузнецова А., Ладайкин А. (5В класс), Мидакова А., Иванова Д, Константинова К. (6 Б класс), Семенова Д, Боготнаева А. (9В класс). Маттур ачасене малашне те ăнăçу сунар.
Иванова В.Е., чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ.