6Б тата 9Б класенче „Тăван кил – ылтăн сăпка“ темăпа класс тулашĕнче мероприяти пулса иртрĕ

6Б тата 9Б класенче „Тăван кил – ылтăн сăпка“ темăпа класс тулашĕнче мероприяти пулса иртрĕ

Раштав уйăхĕн 10 – мĕшĕнче 6Б тата 9Б класенче „Тăван кил – ылтăн сăпка“ темăпа класс тулашĕнче мероприяти пулса иртрĕ. 2024 çул Раççейре Çемье çулталăкĕ шутланать.

Ҫемье – кашни ҫын пурнӑҫӗнче чи кирли. Çемье – пурнăç никĕсĕ. Шӑпах ҫемьере эпир юратăва, яваплӑха, ӗҫе, пĕр – пĕрне хисеплеме вӗренетпӗр. Эпир хамăр çемьере пурăнакан кашни çыннах, çывăх тăвана çав тери юрататпăр. Чи малтанах ачасем çемье çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллашрĕç.
Çемьен тĕп тĕллевĕ – ачасене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтересси. Çавăнпа та ачана пăхса ÿстерме ăс та, ăсталăх та, чун ăшши те кирлĕ. Хĕвел хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, аттепе анне те хăйсен чун-чĕре ăшшине ачисене парнелеççĕ. Вĕсен тĕреклĕ çуначĕ айĕнче эпир ним шикленмесĕр савăнса ÿсетпĕр.
Чăваш яланах ватă çынсене хисепленĕ. Ачасем ашшĕ - амăшне пурнăçра пулăшса пымалли çинчен ăса хыврĕç. Пěчěк чухне, ача чухне панă кил ăшшине тавăрса памалли пирки те, вěсем умěнче пысăк парăмра пулни çинчен калаçрĕç. Вĕренекенсем хăйсен телейлĕ çемйисемпе паллаштарчĕç. Çемье телейĕ çинчен ачасем пĕр – пĕрин хушшинче сÿтсе яврĕç.
Атте-анне пурри – пуянлăх. Çак пуянлăха çухатас марччĕ, тимлĕн упраса пурăнасчĕ.

Фотогалерея