2025 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче
Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕнчи. Тăван чĕлхе
кунне, Раççей Федерацийĕн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин
Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне
халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика шайĕнчи III фестиваль иртрĕ.
Фестиваль тĕллевĕпе задачисем:
·
чăваш
халăхĕн авалтан пыракан йăла-йĕркипе, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсемпе паллаштарасси;
·
ачасене
тăван халăх йăли-йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси;
·
шкул
ачисен тăван халăх чĕлхипе литературине, историпе культурине вĕренес кăмăлне
çĕклесси;
вĕрентекенсен паха опытне тупса
палăртасси, унпа ыттисене паллаштарасси.
Фестивале хутшăнакансем:
Фестивальте Чăваш Республикин шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп/вăтам шкул
ушкăнĕсем ăмăртаççĕ.
Шăмат кун,
нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Чутай
вăтам шкулĕнче ирех хăнасем пуçтарăнчĕç:
ăçтан кăна çитмерĕç, камсем кăна килмерĕç. Пурĕ 37 шкултан тата ача сачĕсенчен, 12 муниципалитет округĕнчен фестивале
хутшăнма кăмăл турĕç. Курма килнĕ хăнасем, жюри членĕсем фестивале хутшăнакансем.
«Аваллăхсăр малашлăх çук» фестивале килнĕ хăнасене фольклор ушкăнĕ юрă-ташăпа
кĕтсе илчĕ. Ун хыççăн чыслă хăнасене шкулпа паллаштарма экскурси йĕркелерĕç.
Хăнасем çак станцисенче пулчĕç: «Хĕрлĕ
Чутай тумĕ аваллăхран паянлăха», «Паттăрлăхпа мухтав». «Чăваш
апат-çимĕçĕ» куравсем; «Тĕрĕ-эреш» пулĕмĕ, «Экологи», «Чăваш пÿрчĕ. 20-мĕш
ĕмĕр» музейсем, «Чăваш
мунчи».
Фестивале Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн директорĕ
Архипова В. Н. уçрĕ. Вăл ĕмĕрсем тăршшĕнче тытса пынă ырă йăла-йĕрке
аваллăхра кăна ан юлтăрччĕ тесе каларĕ. Хӗрлӗ Чутай муниципалитет
округӗн Пуҫлӑхӗ Михопаров Иван Николаевич, Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн вĕренÿ начальникĕн
заместителĕ Живоев И.Н. фестиваль пуçланнă ятпа саламларĕ. Халăх умĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн ăс –пару технологисен
кафедра ертуçи, педагогика ăслăлахĕсен кандидачĕ доценчĕ игнатьева С.Г.тухса
калаçрĕ. Вăл ачасене те, аслисене те Тăван
чĕлхи кунĕпе саламларĕ. Тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕ пирки калаçрĕ.
Фестивальте хутшăнакансене тĕрлĕ ăмăртусенче ăнăçу сунчĕ. "Хĕрлĕ
Чутай Ентешлӗхĕн «Чавал»" ертӳҫи –Савинкин В.М,
Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлӗхӗсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ – Кузнецов А.Н., Чӑваш
наци конгресӗн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн председателĕ– Мареева Ю.П., Чăваш наци конгресӗ
çумĕнчи чăваш чĕлхи
учителĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Никифоров Г.Л. фестиваль пуçланнă ятпа
саламларĕç. Кăçал « Малашлăхсăр пуласлăх
çук» фестиваль сакăр ăмăртуран
йĕркеленчĕ:
1. «Çемье
йăли-йĕрки – çирĕп çемье никĕсĕ» (вăтам е аслă классенче вĕренекенсен
фольклор ушкăнĕ чăваш халăхĕн хăй тăрăхĕнчи пĕр-пĕр йăли-йĕркине кăтартса
пани);
2. «Халăх
юрри – чунăм уççи» (вăтам е аслă классенче вĕренекенсем чăваш халăх юррине
юрлани);
3. «Ай,
ташлар-и ташшине…» (шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенчи ачасем тата 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем чăваш
ташши ташлани);
4. ««Çыру çырсамăр салтаксем патне». Номинацисем:
1) «Сăвăллă çыру»; 2) «Прозăллă çыру».
5. «Халăх
йăли – пурнăç йĕрки» (вĕрентекенсем
чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса ирттернĕ уроксемпе урок тулашĕнчи ĕçсем
ирттерни);
6. «Ăста
аллинче ĕç вылять» (5-11-мĕш классенче вĕренекенсен алă ĕçĕ тума вĕрентекен
ăсталăх класĕ)
7. «Пирĕн çемьен юратнă чăваш апачĕ» (проекта 1-11-мĕш классенче
вĕренекен ача хăйĕн çемйипе пĕрле хутшăнса хÿтĕлени).
8. «Мухтав сана, çĕнтерÿçĕ салтак» секци («Çĕнтерÿ
кунĕ ачасен куçĕпе»). «Мухтав сана, çĕнтерÿçĕ салтак»
(«Çĕнтерÿ кунĕ ачасен куçĕпе») секцире 2-11-мĕш классенче вĕренекенсем
ÿкерчĕксен куравне хутшăнаççĕ.
Кăçалхи çул 24
вĕрентекен
чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса уроксемпе урок тулашĕнчи ĕçсем ирттерчĕç.
Вĕрентекенсем пурте хăйсен ĕçĕнче пултаруллă
пулни сисĕнчĕ. Уроксем питĕ
интереслĕ пулчĕç.
Тĕрĕссипе каласан, паянхи фестиваль Чутай муниципалитечĕшĕн анлă та пĕлтерĕшлĕ
чăвашлăх уявĕ пулса тăчĕ! Чутайра чăвашлăх туйăмĕ упранать тесе çирĕппĕнех калама пултаратпăр.
Уяв
савăнаçлă та хаваслă иртрĕ. Фестивале хутшăннă пур çынна та тав сăмахĕ
калатпăр. Пĕрлĕхре – вăй. Пурте пĕрле туслă ĕçлесен, пĕр-пĕрне пулăшса пырсан–
чăваш халăхĕ вăй илсе малашне те аталанĕ. Тепĕр хут пурне те Тăван чĕлхе кунĕ
ячĕпе саламлатпăр.