5Б, 5В, 7Г классенче вӗренекенсем тӑван чӗлхе урокӗнче пирĕн мăн асаттесен пуян чӗлхи пирки калаҫрӗҫ. Ҫамрӑк ӑрӑвӑн тӑван чĕлхе пуянлӑхĕшĕн, унӑн тасалӑхĕпе илемĕшĕн, пуласлӑхĕшĕн тӑрӑшма кирлине палăртса хӑварчӗҫ. Пурне те Тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе саламласа чӑваш литература классикӗсен сӑввисене вуларӗҫ.
7А класра вӗренекенсем Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ викторинӑна хутшăнса сертификатсем илчӗҫ.
Тӑван чĕлхе кунӗ пит интереслӗ те тухӑҫлӑ иртрӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ – Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ.