Нелли Чубайкина, Полина Захарова), Максим Ермолаев чӑваш чӗлхи тата литератури регион шайӗнчи олимпиада призерӗсем

Нелли Чубайкина, Полина Захарова), Максим Ермолаев  чӑваш чӗлхи тата литератури регион шайӗнчи олимпиада призерӗсем

Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх университетĕнче  чӑваш чӗлхипе тата литературипе регион шайӗнчи олимпиада иртрӗ. Хӗрлӗ Чутай муниципалитет округӗн чысне хӳтӗлеме Хӗрлӗ Чутай вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем Нелли Чубайкина(9Б), Полина Захарова (9Б), Екатерина Константинова (9А), Анна Вазикова (10А), Максим Ермолаев (10А) тивӗҫ пулчӗҫ. Вӗренекенсем олимпиада ӗҫӗсене туса лайӑх результатсем кӑтартрӗҫ.

Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, НЕЛЛИ ЧУБАЙКИНА (9Б), ПОЛИНА ЗАХАРОВА (9Б), МАКСИМ ЕРМОЛАЕВ (10А) призерсен йышне лекрӗҫ.
Тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ вӗренекенсене  тата вӗсене вӗрентекенсене кӑмӑлтан саламлатпӑр, малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.

Фотогалерея