Паян пирĕн Республикăмăрта илемлĕ те черчен уяв – Чăваш тĕррин кунĕ. Ăна кăçал улттăмĕш хут палăртаççĕ. Шăпах чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче халӑх ӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑ тӗрӗ художникӗ Екатерина Ефремова ҫуралнӑ.
Екатерина Иосифовна ячӗ пирӗн культура историйӗнче ĕмĕрсем тăршшĕпех çуталса тăрĕ, ăна тата унăн ĕçĕсене халăх манмĕ.