Оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ

Оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ

Раççей Федерацийĕнчи халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн çулталӑкне халалланă оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Республика шайӗнче иртнӗ конкурсра муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнă 5-мĕшпе 6-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç.


Конкурса хутшăнакансем «Чăваш Енĕм – килĕшӳ çĕр-шывĕ», «Ман шкулти халӑхсен туслӑхӗ», «Тус тени ěмěрлěх пултăр» тата «Раҫҫей халӑхӗсен мана килĕшекен уявӗ» темăсемпе калаçнă видеоматериал ярса пачĕç. Жюри видеокалаçусене пăхса тухса конкурсăн çĕнтерӳçисемпе призёрĕсене палăртрĕ.

Иккĕмĕш тапхăра хутшăнма муниципалитет шайĕнче мала тухнă 42 ачана ирĕк пачĕç. 5-мӗш классем хушшинче 7 ҫӗнтерӳҫӗпе призёра палӑртрӗҫ.

Призёрсем йышӗнче пултаруллă ҫамрӑк оратор, Хӗрлӗ Чутай шкулӗн 5В класс вӗренекенӗ АЛЕКСАНДР ВОЛКОВ, пурри питӗ савӑнтарчӗ.

САШӐНА эпир саламлатпӑр, малашнехи конкурссенче те ăнăçу сунатпăр!