Олимпиада призёрсем

Олимпиада призёрсем


Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш чӗлхипе тата литературипе регионсем хушшинчи олимпиада иртрӗ.


Вӗренекенсем олимпиадӑра чӑваш чӗлхипе тата литературипе панӑ кӑсӑк ыйтусене хураланисӗр пуҫне текст куҫарчӗҫ тата пултарулăх ӗҫӗ ҫырчӗҫ.

Асӑннӑ олимпиадӑна пирӗн округран икӗ вӗренекен хутшӑнчӗ: Совет Союзӗн Геройӗ И.В. Индряков ячӗллӗ Хӗрлӗ Чутайри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта 10-мӗш класра ӑс пухакан Полина Захарова тата Нелли Чубайкина. Вӗренекенсем иккӗшӗ те питӗ маттур пулчӗҫ, призёрсем шутне кӗчӗҫ.

Ҫакна та асӑнса хӑвармалла, Неллипе Полина иккӗмӗш ҫул регионсем хушшинче иртекен олимпиада ҫӗнтерӳҫисем. Ку пире питӗ савăнтарать.

Пултаруллӑ та маттур вӗренекенсене тата вӗсен вӗрентекенне (М.Н.Васильевӑна) чунтан саламлатпӑр. Малашне те вӗренӳре ӑнӑҫупа хастарлӑх сунатпӑр.